Юлашки вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкар хула ҫыннисем ула кураксем тапӑннипе аптӑраҫҫӗ — чипер утса пынӑ чухнех ним сӑлтавсӑр тенӗ пек сиксе ӳкеҫҫӗ.
Сӑмахран, ак, Евгения Семёнова тухтӑр тарапевтӑн та ула кураксемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулма лекнӗ. Ӗҫе кайнӑ чух хӗрарӑм сасартӑк ҫул ҫинче вӗсен чӗппине асӑрханӑ. Темле самантра терапевт патне икӗ ула курак вӗҫсе пынӑ, вара вӗсем хӗрарӑма тапӑнма тытӑннӑ. Турра шӗкӗр, Евгения Семёнова аллинчи сумкӑпа сулкалашса вӗҫен кайӑксенчен хӑтӑлма пултарнӑ. Тухтӑр ӗҫчешӗсем те ку пулӑма пӗрре мар асӑрханӑ.
Орнитолог Антон Ширшов ку ӗҫ-пуҫа ула кураксем чӗпӗ кӑларассипе ҫыхӑнтарать. Кураксем ашшӗ-амӑшӗ инстинктне пула ҫынсене тӑшман евӗр кураҫҫӗ, хӑйсен чӗпписене хӳтелеме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ула курак йӑвви таврашӗнче ҫынсен ҫӳреме кирлӗ мар.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫу уйӑхӗнче 67 мӑшӑр пӗрлешнӗ. Ҫав уйӑхрах ҫемьеленнӗ 53 мӑшӑр уйрӑлнӑ пулнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вара 114 мӑшӑр хӑйсен юратӑвне пӗрлешӳ кӗрменӗнче ҫирӗплетме палӑртнӑ.
ЗАГС пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ уйӑхра Ҫӗнӗ Шупашкарта 97 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ: 41 хӗрарӑм, 56 арҫын. Ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑсӑр пуҫне ку хулара ача ҫуралнин шучӗ те самаях кӑтартуллӑ. Ҫу уйӑхӗнче 181 пепке кун ҫутти курнӑ. Вӗсенчен 106 арҫын ача, 75 — хӗрача.
Хула администрацин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх амӑшӗпе-ашшӗ хӑйсен ачисене ят панӑ чухне Артем, Максим, Дмитрий, Виктория, Кира, Александра ятсене кӑмӑлланӑ. Ҫӗнӗ ҫул пуҫланнӑранпа 7 йӗкерӗш ҫуралнӑ пулнӑ.
Ҫуралнӑ ачасен ашшӗ-амӑш ятне регистрациленӗ чухне 15 хутӗнче ашшӗ ятне палӑртманни пирки те пӗлтерет Ҫӗнӗ Шупашкарти ЗАГС.
Ӗнер, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче, «САН ИнБев» сӑра вӗретекен компанин пресс-службин пуҫлӑхӗ Анна Грибкова пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫӗнӗ Шупашкарти савут — вӑл компанин филиалӗ шутланать — хӑйӗн ӗҫне пӑрахӑҫлать. Тепӗр майлӑ каласан — хупӑнать.
Асӑннӑ предприяти Шупашкар бюджетне ҫулсерен 500 миллион тенкӗ (акциз) яхӑн тупӑш парса тӑнӑ. Юлашки 5 ҫулта компани алкоголь продукцине кӑларакан икӗ савута хупнӑ пулнӑ, пӗри Пушкин, тепри Курск хулисенче. Кӑҫал вара Ҫӗнӗ Шупашкарти филиала хупма палӑртнӑ.
Анна Грибкова палӑртнӑ тӑрӑх савута хупнин сӑлтавӗ — юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре налуксене ӳстерни тата сӑра таврашне саккунпа «хӗссе» пыни. Тупӑшлӑ мар имӗш сӑра вӗретесси, тӑкакӗ нумайланать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта сӑра савутне хупнӑ хыҫҫӑн 100 ытла ҫын ӗҫсӗр юлнӑ. Хӑш-пӗрисене ытти филиалсене ӗҫлеме чӗнӗ пулин те ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗпе пурне те тивӗҫтерме май ҫук ҫав. Ҫапла май ыттисен шӑпине компани саккунпа килешӳллӗн ҫитес кунсенче татса пама шантарнӑ.
Эрехпе пуҫа минретнӗ ҫынсем пур-пӗрех юлашкинчен нӗрсер ӗҫсем туса хура ҫул ҫине тӑрӗҫ. Виҫене пӗлмесӗр ӗҫни ҫынна мӗнле кӑна тискер ӗҫсем патне илсе ҫитермест-ши? Ҫӗнӗ Шупашкарта кӑҫал пулса иртнӗ тискер ӗҫ-пуҫ ҫакна чӑнласах та сӑнласа парать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 34 ҫулхи арҫын хӑйӗн амӑшӗпе вӑрҫса кайнӑ пулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, самаях хӗренкеленӗ арҫын иртнӗ кунхи харкашушӑн хӑйӗн ҫывӑракан амӑшне хырӑмран пӗр хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Ҫакна пула 57 ҫулхи хӗрарӑм выртнӑ ҫӗртех вилсе кайнӑ.
Асӑннӑ ӗҫ-пуҫпа паян Ҫӗнӗ Шупаркар сучӗ арҫынна айӑп тунӑ — амӑшне вӗлернӑшӗн 9 ҫуллӑх ҫирӗп режимлӑ колонийӗ ӑсатма йышӑннӑ.
Сӑмахӑмӑр сиплени, эмел тавраш ҫырса парни, укол туни пирки мар. Тепӗр тесен ытах чире кайсан киле те пырса пулӑшаҫҫӗ-ха, анчах паян эпир урӑххи пирки. Калаҫӑвӑмӑр ҫынсене электронлӑ майпа пулӑшу кӳресси ҫинчен. Ҫакна тухтӑрсен хушшинче анлӑ сарас тӗллевпе республикӑра кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ ятарлӑ конкурс ирттереҫҫӗ. Председатель пулса ӑна республикӑн сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова ертсе пыракан комисси хакланӑ.
Конкурс тӗллевӗ — «Сывӑ Чӑваш Ен» медицина порталне кӗрекен организацисем хушшинче чи лайӑх сайта палӑртасси. Хальхинче унта 29 учрежденипе врач хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ҫынсене электронлӑ майпа пулӑшу кӳрессипе тата информацие уҫса парассипе Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиникипе тата ЧР Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерствин штатра тӑман специалисчӗн — эндокринологӗпе танлашакан пулман иккен.
Уйрӑм номинаципе те хакланӑ сайтсене. Сӑмахран, информаци енчен уҫӑмли — Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиникин сайчӗ, Куславккари район больницин сайтне ҫынсем ҫӗнӗ хыпарсемпе паллашассишӗн час-час кӗреҫҫӗ иккен.
Кӑрлач уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 16-ҫулхи каччӑ хӑйӗн юлташӗ патӗнче компьтер вӑйипе вылянӑ хыҫҫӑн киле таврӑннӑ пулнӑ. Совет урамӗнче вӑл 40 ҫулхи ӳсӗр арҫынна тӗл пулнӑ, вара ӑна вӑл хытах хӗнесе карас телефонне вӑрланӑ пулнӑ. Хытах сусӑрланнине пула арҫын выртнӑ ҫӗртех вилсе кайнӑ.
Каярах ШӖМ ӗҫченӗсем, хураха тытнӑ хыҫҫӑн, арҫынна ҫав тери мӗншӗн ватнине ыйтсан ҫамрӑк ҫапларах хуравланӑ иккен: «Килелле утнӑ май ман хыҫҫӑн темле арҫын ҫакланчӗ. Укҫа-тенкӗпе пулӑшма ыйтрӗ. Укҫапа тивӗҫтернӗ хыҫҫӑн ӳсерскер сасартӑк ман пирки тата ман анне ҫинчен усал сӑмахсем калама пуҫларӗ. Хытах урнипе чӑтаймасӑр эпӗ ӑна хӗнеме тытӑнтӑм».
Карас телефонне вӑрланӑ сӑлтава арҫын ача калама пултарайман. Хӑйне полици ӗҫченӗсем шыранӑ ҫинчен илтсенех вӑл тӳрех вӑрланӑ япаларан хӑтӑлма васканӑ.
Паянхи кун асӑннӑ ӗҫ-пуҫпа ШӖМ ӗҫченӗсем тӗпчев вӗҫленӗ ӗнтӗ. Вара 16 ҫулхи каччӑн шӑпине ҫитес кунсенче суд татса парӗ.
Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗ ҫывӑхӗнчи йӑлари хытӑ каяша йышӑнакан вырӑн тулса кайни, унти ҫӳп-ҫап тавралӑха сӑнсӑрлатни пирки темиҫе ҫул каяллах калаҫатчӗҫ. Ыйтӑвӑн ҫивӗчлӗхне темиҫе ҫул каялла хальхи йышши полигон тума йышӑнчӗҫ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар патӗнче пулӗ. Анчах йӑлари хытӑ каяша турттаракан машинӑсене хула витӗр чуптарасшӑн мар. Полигон патне пыракан ҫул Шупашкар районӗнчи «Агарикус», «Атлашевский» хуҫалӑхсен тата уйрӑм ҫынсен территорийӗ урлӑ кайӗ. Ӗҫе пуҫӑниччен яваплисем халӗ кирлӗ хутсене йӗркелеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки паян республикӑн транспортпа ҫул-йӗр министрӗ Михаил Янковский Иван Моторин премьер-министр ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхи 6 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти чиркӗвӗн ҫурт-йӗрӗнче пушар тухнӑ пулнӑ-мӗн.
ИӖМ тетелӗ пӗлтернӗ тӑрӑх чиркӳре электричество пралукӗ хыпса илнӗ, ҫулӑм 3 метр электричество кабелне ҫунтарнӑ имӗш.
Пӗтӗмешле ҫулӑмпа тивнӗ лаптӑк — ҫур тӑваткал метр. Ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара хӑвӑрт ҫунтернӗ — вӗсене 15 минут ҫех кирлӗ пулнӑ. Турра шӗкӗр, асӑннӑ пушар ҫын пурнӑҫне илсе кайман, аманнисем те тупӑнман.
1960 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкара никӗсленӗ. Ҫавӑн чухне ӗнтӗ ялта пурӑнакан ҫынсене хулана куҫарнӑ. Ҫӗнӗ масартан инҫех мар Туҫи ял вырнаҫнӑ пулнӑ. Тахҫанхи ял вырӑнӗнче вара паянхи кун пӑрахӑҫланӑ палӑк ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Туҫире ӳснӗ виҫӗ юлташ асӑннӑ палӑка юсама шут тытнӑ. Пур вӑя пухса монумента кӗске вӑхӑт хушшинче илем кӳнӗ, палӑк ҫинче Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксен ячӗсене те палӑртнӑ пулнӑ.
Ҫӑвӗн 28-мӗшӗнче вара палӑк умне вӑрҫӑ хирӗнче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнма Туҫире ҫуралса ӳснисем пуҫтарӑннӑ. Юсанӑ монумента асӑннӑ кунра Георий атте те ятарласа сӑваплама килнӗ.
Монумент умне ҫынсем ҫителӗкле пухӑннӑ. Тахҫан пӗр ялта кӳршӗлле пурӑннӑскерсемшӗн пӗр-пӗрне курни кӑмӑлӗсене самай ҫӗкленӗ. Вӑрҫӑ хирӗнче пуҫ хунӑ паттӑрсене асӑннӑ вӑхӑтра ҫӗнӗ шухӑш та ҫуралнӑ — хӑйсен ачалӑхӗ иртнӗ ял шӑпи ҫинчен, унтан тухнӑ пултаруллӑ ҫыннисем пирки ятарлӑ кӗнеке ҫырса кӑларма палӑртнӑ. Ку кӗнеке вара хӑйне майлӑ асаилӳ кӗнеки пулӗ, ҫитӗнекен ачасемшӗн те вӗсен ӑрӑвӗ ӑҫтан тухнине, вӗсен пурнӑҫе епле пулнине пӗлме пулӑшӗ.
Вӑрӑ-хурахсем аптраса ҫитнӗ пулмалла тейӗн, мӗншӗн тесен хӑйсен тискер ӗҫесене кӑнтӑрла та пурнӑҫлама хӑяҫҫӗ. Ӗнерхи кун, ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта ятне-шывне тӗпчесе пӗлеймен арҫын урампа утса пыракан 60 ҫулхи хӗрарӑмӑн ылтӑн вӑчӑрине татса тарнӑ.
— Хӗрарӑм Женя Крутов урамӗнчи 9-мӗш ҫурт хӗррипе утса пынӑ вӑхӑтра кӗтмен ҫӗртен ун патне арҫын чупса пынӑ, вара хӗрарӑм мӑйӗнче ювелир хатӗрне татса чупса тарнӑ. Ку ӗҫ-пуҫ хӗрарӑма 10 пинлӗх шар кӳнӗ, — пӗлтерет Раҫҫей ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти пай пуҫлӑхӗ Александр Алексеев.
Хӗрарӑмсен те хӑйсене асӑрхануллӑрах тытмалла ӗнтӗ. «Турра та шан, ху та сыхлан» тесе ахальтен каламан. Ылтӑн, кӗмӗл йышши капӑрчӑксене урамра, обществӑлла транспортра сахалрах ҫакса ҫӳремелле. Вӑрӑ-хурах ҫывӑрмасть — вӗсене пулах хӑлхасӑр юлни нимӗнле укҫа-тенкӗ те саплаштарас ҫук.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |